Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пирӗн асаттесен аслашшӗсем мӗскӗн пулман

Ҫын ури айӗнче таптанса йӑлӑхнӑ эпӗ.
Мӗскӗнлӗх тӗп пултӑр малашне!
Хветӗр УЯР.


"Ай, пӗтрӗмӗр!" — кӑшкӑрса яма та хатӗрччӗ эпӗ хам Пичет ҫурчӗ тӗлӗнчен иртсе кайнине асӑрхасан. Ак мӗн тӑвать иккен троллейбусра Хветӗр Уярӑн "Шурча таврашӗнче" романне вуласа пыни! Киленес тесе ҫеҫ вуламастӑп-ҫке эпӗ ӑна: Шурча вӑрҫи пулнӑранпа 165 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш халӑх хаҫачӗ валли статья хатӗрлетӗп те — вулакана ман ҫак кӗнекери чи ҫивӗч те чи пӗлтерӗшлӗ самантсемпе паллаштарасах килет. Шурча тӑрӑхӗнче 1842 ҫулта кӗрленӗ ҫак пӑлхав чӑвашсемшӗн чӑн-чӑн паттӑрлӑх пулнине ӗнентерекен чи курӑмлӑ вырӑна шыра-шыра ҫак кӗнекене кашни чӑваша тепӗр хут вуласа тухтарас, иртнӗ вӑхӑтпа паянхи куна танлаштарса пӑхтарас килни нимрен мала тухса тӑчӗ.
"...Матвеев Микихвӗре Шурча вӑрҫи хыҫҫӑн тытса хупнӑ пулнӑ. Вара, аллӑ пӗртискере, судпа айӑпласа пин хут /!/ чӗр хулӑпа ҫаптарнӑ та кил-йышӗнчен уйӑрса инҫете Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Вӑл Ильменкасси ҫынни пулнӑ-мӗн.
Пӑлхану хӗлхемӗ 1842 ҫулхи пуш уйӑх вӗҫнелле Шулашкар, Ҫӗрпӳ, Чикмӗ округӗсене те сике-сике ӳкнӗ <...>
Уралпа Пермь таврашӗнчи /1842/, кӑшт каярахпа чӑвашсен хушшинчи /1841-1842/ пӑлхавсене официаллӑ документсенче ҫӗр улми пӑлхавӗсем тенине пӗлетпӗр-ха эпир. Чӑвашра вӑл пӑлхава Шурча вӑрҫи тенӗ. Ун чухне мӗнле сӑлтавсене пула чӑвашсем ҫӗкленни та паллӑ пире. Пурнӑҫ тӳсме ҫук хӗсӗнсе ҫитнӗ пулнӑ пирӗн асаттесен аслашшӗсен.
Ку сӑмахсене илтсен шухӑшлама пӗлекен этем шалтах тӗлӗнӗ: пирӗн халӑх хӑҫан лайӑх пуранни пур тейӗ. Ку чӑнах та ҫапла ӗнтӗ. Чӑвашсен 95-97 проценчӗ ӗмӗрех ҫурма выҫӑ пурӑннӑ. Юрӗ, халӑх пӑлхав пуҫланин пар сӑлтавӗ ҫакӑ пултӑр. Ытти йӳтӗмсем мӗнре?
Ҫине-ҫинех тырӑ пулманнинче.
Тӳлевсем калама ҫук ӳссе кайнинче. <...>
Ҫак инкексем ҫумне 1837-1838 ҫулсенчен тытӑнса Киселев реформин "ырлӑхӗсем" хушӑннӑ.
Реформине ӑна ҫӗр ӗҫлекене ҫӑмӑллӑх кӳрес тесех тунӑ тет-ха тӑвасса. Хаҫатсенче ун чух ҫапла ҫырнӑ. Ҫапах чи малтан хресчен пирки мар, хӑйсем пирки шухӑшланӑ пуль тӳре-шара. Унччен мӑкаҫей кӗлетне хывмалли тырра ҫулсерен килӗрен пуҫтарма тивнӗ-ҫке-ха. Килти пӳлмене кӗнӗ пур-ҫук тырра никамӑн та ачисене выҫҫа хӑварса ют алла парас килмен курӑнать. Ҫавӑнпа ӑна ҫынсенчен вӑйпа тенӗ пек турта-турта илнӗ. Ҫӗнӗ йӗрке тӑрӑх, пуҫлӑхсен шухӑшӗпе, ятарласа уйӑрнӑ лаптӑк ҫӗр ҫинче халӑх вӑйӗпе ҫитӗнтернӗ тырра мӑкаҫей кӗлетне кайса пушаттар ҫеҫ, пӗтрӗ те ӗҫ. <...>
Ӑҫтан туптӑр мӗскӗн хресчен харам пырсене ҫырлӑхтармалӑх укҫа-тенкӗ, юр-вар, тыр-пул? Атӑл тӑрӑхне е хуласене кайса ӗҫ шырама чӑваш вырӑсла пӗлмен. Ютра кастарса ҫӳремелӗх чылайӑшӗн хӑюлӑх та ҫитмен пуль.
Пур ӗҫе те хресчене хӑйӗн кӑмӑлне хирӗҫ тутарнӑ тӳре-шара. Хӑратса, юнаса, хӗнесе итлеттернӗ. Хӑйӗн анине сухаламалла чух ӑна мӑкаҫей пуссине хӑваласа кӑларнӑ. Ялӗ-ялӗнче пахчасенче унчченех ҫӗр улми тукаласа илнине пӑхмасӑр, хресчене пусахласах ӑна уя ларттарнӑ.
"Во многих казенных деревнях «земляные яблоки» сажались гораздо прежде картофельного террора, — тесе ҫырнӑ вырӑссен аслӑ писаталӗ А.И.Герцен хӑйӗн "Былое и думы" ятлӑ аса илӳсен кӗнекинче. — Но русскому правительству то-то и противно, что делается само собою. Все надобно, чтоб делалось из-под палки, по флигельману, по темпам".
Чӑваш халӑхӗн Шурча вӑрҫи тапхӑрӗнчи пурнӑҫӗ епле йывӑр та хирӗҫ тӑруллӑ пулнине Хветӗр Уяр романӗнчи пысӑках мар пӗр сыпӑк урлӑ уҫса парас тени — Атӑлтан пӗр алтӑр шыв ӑсса илсе: "Акӑ пӑхӑр, пирӗн Атӑл-аттемӗр еплерех хӑватлӑ!" — тенипе танах. Раҫҫейри ҫак юхан шыв хӗрринче пурӑнакан тепӗр халӑхшӑн та, ҫармӑссемшӗн, Шурча вӑрҫи пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ Муркаш районӗн Шурчари культура керменӗнче иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче Мари Элрен килнӗ Ольга Микрякова ача чухне ӑнсӑртран мӗн те пулин ыраттарсан е юн кӑларсан вӗсенчен аслисем: «Эсӗ мӗн, Экрем вӑрҫинче пулса-и?» -тесе ыйтнине аса илчӗ. Шурчана ҫармӑссем хӑйсен чӗлхиле Экрем теҫҫӗ, вырӑсла — Акрамово. Шурча вӑрҫин ахрӑмӗ ҫармӑс халӑх сӑмахлӑхӗнче юлни ахальтен мар: весен несӗлӗсем те юн юхтарнӑ ҫак вӑрҫӑра.
Чӑвашсемпе ҫармӑссен XIX ӗмӗрти паттӑрӗсене сума суса ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шурча тӑрӑхне Мари Элрен автобуспа учительсемпе шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем килнӗ. "1842 ҫулта Шурчари восстанире патшапа улпутсен пусмӑрне хирӗҫ ҫапӑҫнӑ паттӑрсене асӑнса" тесе ҫырнӑ палӑк умӗнче митинг иртрӗ. Ку палӑка Шурча вӑрҫи пулнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа 1962 ҫулта лартнӑ. Ахаль чул юпа мар вӑл — кунта ҫапӑҫура пуҫ хунӑ 36 ҫынна пытарнӑ.
Вӗсене пытарнӑ чух ҫак вырӑнта выльӑх ҫӑви пулнӑ. Нумайӑшӗ ӗненесшӗнех пулмарӗ. "Епле-ха этемсене выльӑхпа пӗрле пытарма пултарнӑ?" Мӗн тӗлӗнмелли? Хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче хӑйсем валли тыр-пул туса илес ирӗклӗхшӗн тӳре-шарана хирӗҫ тӑнишӗнех вӗлерме пултарнӑ пулсан хресчене, ӑна хӑш шӑтӑка чикни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ-ши вӑл вӑхӑтри "аслӑ" хуҫасемшӗн?
Паян ак, унтанпа 165 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, Шурча паттӑрӗсене асӑнса икерчӗ тутанатпӑр, чӑваш сӑрине чӑваш ҫӗрӗ ҫине тумлатса: «Выҫӑ ан ҫурӗр, тута ҫӳрӗр. Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре пулччӑр», — тетпӗр. Муркаш район пуҫлӑхӗ Юрий Иванов сӑмах калать. Ҫапӑҫава, пӑлхава тухас шухӑш пулман та иккен ун чухнехи хресченӗн, унӑн хӑйӗн шухӑшне тӳре-шарана пӗлтерес килнӗ, хӑй ҫӗрӗ ҫинче хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланасшӑн пулнӑ вӑл. Ҫакӑншӑнах, пӗр ҫакӑншӑнах ӑна саламатпа, хӗҫпе, пӑшалпа ҫунтарнӑ... Ҫӗр ӗҫченӗн паянхи пурнӑҫӗ те ҫӑмӑл мар: пур япала хакӗ те ҫӗпре ҫинчи пек ӳсет; хресчен юратса, ачашласа, тар тӑкса туса илнӗ ҫимӗҫ ҫеҫ яланхи пекех — чи йӳнни. Ҫавӑнпах тармасть-и ял ҫынни хулана. ют ҫӗре? Несӗлӗсем "хӑйӗн" тӑвассишӗнех юн юхтарнӑ тӑван ҫӗрӗ ҫине ик айкки те тӑвайкки тесе алӑ сулмасть-и?
Ҫук, хухлев юрри юрламаллӑх хӑрушӑ мар-ха паянхи Шурча тӑрӑхӗнчи лару-тӑру. Ҫакна шкул ачисемпе вӗрентекенсем лартса панӑ концерт, вӗсам хӑнасене еплерех тараватлӑн кӗтсе илни, Шурча вӑрҫине халалланӑ хӑйсен музейӗпе тӗплен те чӑн чӑвашла паллаштарни тӑрӑх та ҫирӗплетме пулать. Шурча вӑрҫи ахаль иртмен: кунти халӑх ҫӗр хакне, унӑн пархатарне манман, сума сума пӑрахман.
Римма Прокопьева.
«Хыпар», 106 (24761)№, 2007, ҫу, 31>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-08 11:10:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7498 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем